00:00 29 января 2010 г.
Чрезвычайлă лару-тăруран халăха тата пурнăçра кирлĕ объектсене çут çанталăк пулăмĕсенчен, техногенлă характерлă инкексенчен асăрхаттарас тата хÿтĕлес енĕпе аварине çăлакан службăсем мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслеме смотр ирттернĕ.
Пухăнакан вырăна специализациленĕ ятарлă техникăпа Вăрмар поселокĕнчи 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, Вăрмарти газ участокĕн, Вăрмарти автотранспорт предприятийĕн ĕçченĕсем, район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн бригади, çул-йĕрĕн юсавпа строительство управленийĕн специализациленĕ автомашини тата йывăр техника вăхăтра çитнĕ.
Смотрта 2010 çулта Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата ăна пĕтерес енĕпе çак службăсен умĕнче тăракан задачăсене палăртнă.