00:00 29 января 2010 г.
Райадминистрацин специалисчĕсем йăлана кĕнĕ тăрăх ял тăрăхĕсене тухса çÿресе вырăнти ыйтусене татса параççĕ. Ку хутĕнче вĕсем Кĕлкеш ял тăрăхне çитсе курчĕç. Ĕçлĕ ушкăна райадминистрацин юридици пайĕн начальникĕ Л.Степанов ертсе пычĕ. Малтанах ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе тĕл пулса калаçнă хыççăн специалистсем харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Г.Нарсова документ çаврăнăшĕсемпе интересленчĕ, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ. Вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ В.Викторова ялти шкулта пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн специалисчĕ Т.Мелькова ял тăрăхĕсенчи суту-илÿ объекчĕсенче пулчĕ, таварсен хакĕсемпе интересленчĕ, сутуçăсемпе тата тавар туянакансемпе тĕрлĕ ыйтусене хускатрĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. Çул çитмен ачасемпе вĕсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси секретарĕ, ертсе пыракан специалист-эксперт Н.Борисова ăнăçсăр тата тăлăх ачасене усрава илнĕ çемьесене çитсе курчĕ, ачасен пурнăç условийĕсемпе паллашрĕ, профилактикăлла калаçусем ирттерчĕ.
Çавăн пекех специалистсем ялти культура çуртĕнче тата тĕслĕх библиотекăна çитсе курнă, ялти хăш-пĕр çынсемпе курса калаçнă, ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем панă.