00:00 11 февраля 2011 г.
Республикăра «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕ çулталăк пуçламăшĕнче вăй илчĕ. Раççей ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕн пуçарăвĕпе ăна чылайранпа ирттереççĕ. Çак пархатарлă ĕçрен пирĕн район та айккинче тăрса юлмасть. Район пуçлăхĕн 2011 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнчи 42-мĕш Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн марафона пирĕн районта кăçалхи февраль - май уйăхĕсенче ирттерме палăртнă, йĕркелÿ комитетне, туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Комитет председателĕ - Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин.
Марафон тĕллевĕ - инвалид тата тăлăх ачасене, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене пулăшу пама укçа-тенкĕ пухасси, ачалăх ячĕпе иртекен ыр кăмăллăх программисене пурнăçласси. Марафона предприятисемпе организацисем, учрежденисемпе ĕç коллективĕсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ. Кĕскенрех каласан, кашниех марафона хутшăнса ыр кăмăллăх ĕçне хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Акци вăхăтĕнче пухăнакан укçана райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн предпринимательлĕх е ытти урăх енлĕ ĕç тунипе кĕрекен тупăша хывакан счет çине куçараççĕ:
Финансовый отдел администрации Урмарского района Чувашской Республики (Отдел образования и молодежной политики администрации Урмарского района Чувашской Республики
л/с 03143015109), р/с 40703810175183020063, Чувашское ОСБ № 8613 г. Чебоксары, к/с 30101810300000000609, БИК 049706609, ИНН 2114000569, КПП 211401001. Назначение платежа: Именем детства, во имя детства.