00:00 22 января 2010 г.
«Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексне пурнăçа кĕртесси» саккунне пăхса тухса Патшалăх Думи улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче çурт-йĕре приватизацилессине виçĕ çула - 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăснă. Кил-çурта приватизацилес текенсем Раççейĕпе вăтамран 45 процент ÿснĕ.
Чăваш Республикинче вара 2009 çулта кăна 34399 кил-çурт регистрациленĕ, çакă 2008 çулхипе танлаштарсан 84 процент ытларах пулать.
Федераллă Управленин Чăваш Республикинчи регистраци служби 2009 çулта пурăнмалли çурт-йĕре приватизацилес ĕçре чăрмавсем ан пулччăр тесе нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Приватизацилес ĕçе виçĕ çула тăсни нумай граждансене пурăнмалли çурт-йĕре приватизацилеме майсем туса парать. Çавăн пекех малтан приватизациленисене пăрахăçлама та, тара илни çинчен килĕшÿ тума та пулать.
2009 çулта пурăнмалли çурт-йĕре республикăра ытларах Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче приватизациленине регистрациленĕ.