АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пушарта çынсен пурнăçĕ татăлнă

00:00 26 декабря 2009 г.

Декабрĕн 11-мĕшĕнче Тупах ялĕнче çурма çĕр иртсе 1 сехетре Нина Егоровна Николаеван хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасма тытăннă. Пушар çĕрлехи вăхăтра тухнипе ял халăхĕ те пурте сиссе ĕлкĕреймен, çавна пула та пулĕ районти пушарниксем çитнĕ çĕре кил-çурта йĕри-таврах çулăм вăйлă хыпса илнĕ пулнă. Темĕн чухлĕ тăрăшсан та çулăм хăйĕн ĕçне пурнăçланă - кил-çурт кĕлленнĕ. Вăл çеç-и-ха - вутра Василий Петрович Николаевпа Зоя Петровна Мерова çунса кăмрăкланнă. Лару-тăрăва тĕпчесе тĕрĕсленĕ хыççăн, пушар вут-çулăмпа асăрханусăр пулнине пула тухнă тесе палăртнă. Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Данилов татаТупах ялĕнчи хăш-пĕр çынсен калаçăвĕсем тăрăх, çунса вилнĕ В.Николаев вăхăт-вăхăтпа эрех ĕçме кăмăллани тата ÿсĕрле пируса пÿртрех туртма юратни палăрнă. Çавăнпа та инкек харпăр-хăй асăрханусăр пулнине пула сиксе тухнă тесе çирĕплетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика