00:00 18 декабря 2009 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчи 384-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Чулкасри К.Маркс тата Шоссейнăй урамсене çул сарма республика бюджетĕнчен 4 млн та 50 пин тенкĕ субсиди пама йышăннă. Çав шутран 900 пин тенкине вырăнти бюджетран уйăрмалла. Çак йышăнупах 2009 çулта бюджетран выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетессине аталантарма 1 млн та 827 пин, элитлă вăрлăх хатĕрлеме 2 млн та 739 пин, хими им-çамĕ туянма 1 млн та 575 пин тенкĕ пăхнă.
Ĕç рынокĕнчи йывăр лару-тăрăва сирсе ярас тĕлĕшпе йышăннă республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2010 çулта обществăлла тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме районти хăш-пĕр предприятисемпе организацисене, учрежденисене 8 пин тенке яхăн укçа уйăрнă. Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнисене ĕç опычĕ пухас тĕлĕшпе стажировка ирттерме 287 пине яхăн, инвалидсене ĕçе вырнаçтарма 60 пин тенкĕ пăхса хăварнă.