00:00 05 декабря 2009 г.
Йĕри-тавра кризис пирки калаçаççĕ пулин те районта çăмăллăхлă кредит илесси малалла пырать. Район çыннисем «Агропромышленность аталанăвĕ» наци проектне тивĕçлипе пурнăçласа пыраççĕ. 2009 çул пуçламăшĕнчен ку таранччен 326 хуçалăх 51 миллион та 407 пин тенкĕ кредит илнĕ. 16 миллион та 402 пин тенкине районти перекет банкĕнчен, 35 миллион та 5 пин тенкине - «Россельхозбанкран». Тăватă çулта пурĕ 2107 хуçалăх çăмăллăхлă кредитпа усă курнă. Ялта пурăнакансем ытларах пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники, ядохимикатсемпе удобренисем, элитлă вăрлăхсем, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тытма çĕнĕрен витесем хăпартаççĕ е вĕсене тĕпрен юсаççĕ. Укçа-тенкĕ пулсан япала туянма та, çĕнĕрен хăпартма та пулать.