00:00 11 ноября 2009 г.
Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче Чăваш Енри аграрисене патшалăх енчен кÿнĕ пулăшу калапăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15 процент ытла ÿснĕ, федераци бюджетĕнчен уйăрнă хушма пулăшăва шута илсен - 26 процент. Инвестицисемпе пĕрле 2009 çулхи кăтарту 2 млрд тенкĕ урлă каçнă (пĕлтĕр 1- млрд та 454 млн тенкĕ). Çавна май аш-какай, сĕт, тĕш тырă, çĕр улми, ытти ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси ÿсет. Çакăн çинчен республика пуçлăхĕ Н.Федоров федераци субъекчĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ селектор канашлăвĕнче Раççей Правительствин пĕрремĕш çумне В.Зубкова пĕлтернĕ. «Тавах сире, Николай Васильевич, çине тăрса ĕçленĕшĕн. Çакă кăтартусенчен те лайăх курăнать. Эпир сирĕн республикăра пултăмăр, сирĕн ĕçе куртăмăр», - тав тунă РФ пĕрремĕш вице-премьерĕ Чăваш Ен Президентне.