00:00 28 октября 2009 г.
Кăçалхи 9 уйăхра районти вăтам тата пысăк предприятисем «Хăйсем туса кăларакан производство» ĕç-хĕлпе 6,4 миллион тенкĕлĕх тавар ăсатнă, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 66,6 процент. Тĕнчери кризис хумĕ пирĕн районти предприятисене те килсе тивнине пула тавар туса кăларса ăна вырнаçтарасси те палăрмалла чакни куç умĕнчех. Производство тата электроэнерги, шыв, газ енĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен предприятисем лайăхрах ĕçленине палăртмалла. Вĕсем 34,5 миллион тенкĕлĕх усă кÿнĕ пулнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 121,3 процент.