00:00 28 октября 2009 г.
Республикăна шкул автобусĕ тата 16 килсе çитни çинчен чылайăшĕ пĕлеççĕ. ПАЗ автобуссем ачасене илсе çÿреме питĕ меллĕ, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем, шкул сумккисене хумалли ятарлă вырăн тата çул çÿреве çăмăллатма пулăшакан ытти хатĕр пур.
Сăмах май, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкулсене çĕнĕ 15 автобуспа тивĕçтернĕччĕ ĕнтĕ. 2001 çултанпа, Чăваш Енре Президентăн «Шкул автобусĕ» программи ĕçлеме пуçланăранпа, ачасене никĕс шкулсене илсе çÿреме 318 автобус туяннă. Вĕсем куллен 13 пин ачана вĕрентÿ учрежденийĕсене çитереççĕ, уроксем хыççăн киле леçеççĕ. Халĕ шкул автобусĕсен шучĕ 334 çитрĕ.
ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.Чернова Шупашкарти оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра иртнĕ уявра тĕрлĕ районти шкулсен представителĕсене автобуссен уççисене пачĕ, «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе республикăн «Шкул автобусĕ» программи ял ачисене паха пĕлÿ илме, ăс-хакăла, пултарулăха аталантарма çĕнĕ майсем туса панине палăртрĕ. Пĕр автобусне Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула панă.