АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Савватий епископ Улан-Удэри епархине ертсе пыма тытăнать

00:00 16 октября 2009 г.

«Русская линия» православи информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, Таса синод Чита епархинчен уйăрса Бурят епархине туса хума йышăннă. Çакна Архиерейсен соборĕнче çирĕплетнĕ. Бурят тата Улан-Удэ епископĕ пулма Шупашкар-Чăваш епархин викарине, Улатăр епископне Савватине шаннă.

Савватий епископ (Антонов) тĕн йăли-йĕркине тытса пыракан çемьере çуралнă. Шупашкарти 3 номерлĕ шкулта вĕреннĕ. Салтак службинче пулнă. 1989 çулта Савватий манах ятне Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава панă. Çав çулах пулас епископ Шупашкарти Введени кафедра соборĕнче ыттисем пекех служить тума пуçлать. Унтан Шупашкарти арçынсен Таса Троица монастырĕнче вырăнти тытăм пуçлăхĕ(наместник) пулать. Çакăнтах ăна игумен чинне параççĕ. Мускаври тĕн семинарипе академине вĕренсе пĕтернĕ. 1996 çулта II Алексей Патриарх архимадрит чинне парать. 2005 çултанпа вăл Шупашкар-Чăваш епархин викарийĕ, Улатăр епископĕ. Сăмах май каласан, вăл кунта службăра пулнă хушăра пирĕн районти Мăнçырмари, Арапуçĕнчи, Вăрмарти тата ытти чиркÿсенче те пĕрре кăна мар пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика