00:00 03 октября 2009 г.
Районти ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем сентябрĕн 14-30-мĕшĕсенче «Кĕнекесем поселок тăрăх кайрĕç» акци ирттерчĕç. Ача-пăча сачĕсенче, Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта, тĕп больницăра, ача-пăча тата хĕрарăмсен консультацийĕсенче пулса «Лайăх кĕнеке нумай», «Вуласа тух та малалла парса яр» театрализациленĕ вăйă-конкурссем, «Пĕлÿ илме, йăпанса вулама» мероприятисем ирттерчĕç.