АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » НДФЛтан хăтарĕç

00:00 29 июля 2009 г.

Анчах пурне те мар. Федераллă законодательствăна нумаях пулмасть кĕртнĕ улшăну тăрăх, сезонлă уй-хир ĕçне явăçтарнă рабочисене апатлантарса тупăш илни çине НДФЛ (уйрăм çынсен тупăшĕ çине хуракан налог) хурса памаççĕ. Çак йĕрке кăçалхи январĕн пуçламăшĕ хыççăнхи тапхăртан малалла каять.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тепĕр çăмăллăх та пур. Ĕç укçине натурăпа тÿлесен те НДФЛ тÿлеттермĕç. Анчах ун пек çăмăллăх пурне те тивĕçмĕ: предприятин çулталăкри тупăшĕ 100 миллион тенкĕрен тата натурăпа тÿлени 4300 тенкĕрен иртмелле мар. Анчах юлашкинчен асăннинче тепĕр самант пур: ĕç укçине натурăпа уйăхра 20 процентран ытла тÿлеме юрамасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика