АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ

00:00 22 июля 2009 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕçне пĕтĕмлетсе ирттернĕ канашлăва ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Ю.Иванов, район прокурорĕ С.Павлов, район пуçлăхĕн заместителĕ – райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов хутшăннă.

Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пурĕ 128 преступление регистрацилени çинчен пĕлтернĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 20,8 процент ÿснĕ, преступленисен 87,7 процентне уçса панă. Криминал милицийĕ енĕпе преступлени тăвасси 10,9 процент, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕ енĕпе 28,3 процент нумайланнă, вĕсене уçса парасси 81,3 тата 92,4 процентпа танлашнă.

Канашлу итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май, профилактика ĕçне вăйлатмаллине, милицин участокри уполномоченнăйсен общественноçпа, халăхпа таччăн çыхăнса ĕçлемеллине палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика