00:00 04 июля 2009 г.
Республика кунĕ районта çÿллĕ шайра иртрĕ. Хăнасем умĕнче хамăр ята ямарăмăр. Кунта курмалли, савăнмалли, ăмсанмалли пайтах пулчĕ. Акă, тĕслĕхрен, районти пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсем юлашки çулсенче туянма пултарнă ял хуçалăх техникисене выставкăна тăратрĕç. Ку районта пĕрремĕш, халиччен курман техникăсене хăнасем те кăсăклансах курса çÿрерĕç. Энерги тата ресурс перекетлекен çĕнĕ йышши хăватлă техника еплерех ĕçленипе те интересленчĕç, вĕсен хуçисене ăмсанчĕç те пулĕ. Çапла пулмасăр, кун йышши техникăсемпе çĕр çинче ĕçлеме меллĕ, ĕçĕ те хăвăрт пуçтарăнать.