00:00 11 июня 2009 г.
Вăрмар поселокĕнче çĕкленекен хитре те тавралăха илем кÿрекен физкультурăпа сывлăх сиплевĕн комплексĕнче ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çапла пулмасăр, çак чаплă кермене Республика кунĕ тĕлне савăнăçлă лару-тăрура уçмалла-çке. Халĕ строительсем мĕнле ĕçсем пурнăçлаççĕ? Ку ыйту тавра пулчĕ те ĕнтĕ калаçу район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев подрядлă организацисен представителĕсемпе объектра тинтерех ирттернĕ планеркăра. Виçĕ хутлă çуртра ишмелли икĕ бассейн, аэробика, теннисла вылямалли, тренаж залĕсем пулаççĕ. Хальхи вăхăтра строительсем капăрлатмалли ĕçсене тата территорие тирпей-илем кĕртессине вĕçлесе пыраççĕ.
«Кунта мĕн пур ĕçсене кăçалхи июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле», - çапла тĕллев лартнă строительсем.