00:00 16 мая 2009 г.
Çăмăл атлетикăпа А.Линга афганеца асăнса Чупайĕнче ирттернĕ ăмăртăва хутшăннисене район пуçлăхĕн заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, шкул директорĕ А.Димитриев, паттăр афганецăн пиччĕшĕ С.Линга саламланă.
Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Чупай шкулĕн команди çĕнсе илнĕ. Пинерсем - иккĕмĕш, Энĕшпуçсем виççĕмĕш вырăнсенче.