00:00 25 апреля 2009 г.
Çăмăл атлетика енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ çуркуннехи чемпионата пирĕн районтан 28 спортсмен хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿре В.Иванов (Чупай) 2000 метрлă дистанцире - иккĕмĕш, 3000 метрлă дистанцире Н.Павлов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Пĕтĕмĕшле итогсемпе пирĕн район команди иккĕмĕш вырăн йышăннă. Хăйсен ушкăнĕсенче К.Линга, А.Иванов (Чупай), Т.Степанова, А.Топтыгин (Пысăк Енккасси), Н.Федоров (Вăрмар поселокĕ), М.Петрова (Энĕшпуç) лайăх результат кăтартнă.