АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » МУРКАШРИ ХĔЛЛЕХИ ЯЛ ВĂЙЙИСЕНЧЕ

00:00 11 марта 2009 г.

 

Республикăри ял спорчĕн IV хĕллехи вăййисем Муркашра икĕ куна пычĕç. Программăра йĕлтĕрпе чупасси, полиатлон, кире пуканĕ йăтасси, спорт çемйисен тупăшăвĕ, шашкăпа шахмат, шывра ишесси тата механизаторсен ăмăртăвĕ пулчĕ.

Пирĕн район спортсменĕсем спортăн пур енĕсемпе те тупăшрĕç. Икĕ кунхи ăмăрту итогĕсемпе Вăрмарсем чи вăйлă сакăр команда йышне кĕчĕç. Çивĕч кĕрешÿре шашкăлла выляссипе спорт мастерĕ Н.Дмитриев (Кавал) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Спорт мастерĕ О.Вакин (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш пулчĕ. Шашистсен команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Механизаторсен команди виççĕмĕш вырăнта. Район чысне «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи А.Ульяновпа «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăри Е.Петров механизаторсем хÿтĕлерĕç. 50 метра ирĕклĕ стильпе шывра ишсе район больницинчи Л.Чернова врач чемпион ятне тивĕçрĕ. Ишекенсен команди улттăмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Кире пуканĕ йăтассипе М.Миронов (Энĕшпуç) хисеп пьедесталĕ çине улăхса тăма пĕр утăм çеç çитереймерĕ. Çавăн пекех полиатлонистсемпе йĕлтĕрçĕсем те лайăх результатсем кăтартрĕç.

А. КРАСНОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика