00:00 04 марта 2009 г.
Мăнçырма ял тăрăхĕн администрацийĕ юлашки вăхăтра хăйĕн ĕçне вăйлатсах пырать. Акă, нумаях пулмасть, тарасасен пурисем çĕрнĕ пирки тата çăла кайма аякрине шута илсе К.Иванов, Октябрьски, Первомайски урамĕсенче виçĕ тараса чавса, тимĕр-бетон ункăсем ячĕç. Ю.Павлов, В.Павлов, П.Ильин, Н.Алексеев çак ĕçе кĕске вăхăтрах пурнăçларĕç. Асăннă урамсенче пурăнакансемшĕн шыв ăсасси халĕ чăрмавлă пулмĕ ĕнтĕ.