00:00 25 февраля 2009 г.
Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе иртнĕ комиссинче коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлесе пыман граждансене итленĕ. Парăмçăсен шутĕнче 5 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таранлисем те пур. Вĕсен хваттерĕсене «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти ăшăпа нормăпа палăртнă шайра тивĕçтерсе тăрать. Апла пулсан та ăшăшăн вăхăтра тÿлеменнни асăннă предприятине ура хурса пырать. Ку парăм 957 пин тенкĕпе танлашать. Ăшăшăн тÿлемен парăмçăсем çитес вăхăтра коммуналлă пулăшушăн татма шантарчĕç. Вĕсен хушшинче ниçта ĕçлемен граждансем те пулчĕç. Кун йышшисене районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта учета тăма сĕнчĕç.
Çавăн пекех комисси членĕсем районти граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Федераллă, республика программисен шайĕнче çамрăк граждансене, ялта тĕпленсе тата ĕçлесе пурăнакан специалистсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтăва та тĕплĕн тишкерчĕç. Чылайăшне черете тăратрĕç.
З.ПАВЛОВА.