00:00 18 февраля 2009 г.
Шăхальти культура çуртĕнче тĕрлĕ вăйăсем, савăнăçлă каçсем йĕркелесе ирттерсех пыратпăр. Студентсен каникулĕ вăхăтĕнче «Чи анлă тавракурăмлă каччăсемпе хĕр-упраçсем» конкурс ирттертĕмĕр. Нумаях пулмасть парта хушшинчен уйрăлнă çамрăксен шкул программине тепĕр хут аса илмелле пулчĕ кунта. Ыйтусем шкулта вĕрентекен пур предметпа çыхăннă тесен те йăнăш пулас çук - истори, культура, литература, хими, физика...
Конкурса пур çамрăк та хутшăнма тăрăшрĕ, анчах та А.Харитонова (вăл контрактпа Волгоградри çар чаçĕнче службăра тăрать), А.Иванова (юридици факультечĕн студенчĕ), Е.Кабакована (экономика колледжĕ) çитекеннисем пулаймарĕç. Вĕсем асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç.
В. ПИТЕРОВА.