00:00 21 января 2009 г.
Ял хуçалăхне тĕллевлĕ аталантарассипе юлашки çулсенче республикăра, çав шутра пирĕн районта та ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Çĕнĕлĕхсемпе усă курса аграри секторĕнче вăй хуракансем малалла аталанаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕн усă кураççĕ.
2007 çулхипе танлаштарсан тĕш тырă та ытларах пухса кĕртрĕмĕр, ытти тухăçсем те савăнтарчĕç. Уйрăм çынсен тата фермер хуçалăхĕсенче те ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Вĕсем те патшалăх паракан çăмăллăхлă кредитсене илсе аталану çулĕ çине тăнă. Ку енĕпе районта пурăнакан 541 çын Перекет банкĕпе Россельхозбанкран 96008 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Паянхи куна 1781 çын çакăнпа усă курнă. Икĕ банкĕнчен халăха пурĕ 285 миллион тенкĕ кредит парса тивĕçтернĕ.
Н. ВАСИЛЬЕВ