АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Суйлав - яваплă тапхăр

11:49 18 марта 2018 г.

Паян, мартăн 18-мĕшĕнче, Раççей Президентне суйламалли кун. Раççейĕн 85 субъекчĕ 11 сехет тăрăхĕнче вырнаçнă. Пĕрремĕш суйлав участокĕсем Инçет Хĕвелтухăçĕнче вырăнти вăхăтпа ирхине шăп 8.00 сехетре уçăлнă. Чи юлашкинчен Калининград облаçĕнче пурăнакансем сасăлĕç. Унта участоксем Мускав вăхăчĕпе 21.00 сехетре хупăнĕç.

Вăрмар район территорийĕнче 40 суйлав участокĕ ĕçлет. Вĕсем пурте ирхине 8.00 сехетре çынсене йышăнма пуçланă. Акă, Вăрмар поселокĕнчи икĕ суйлав участокĕ - культура çурчĕпе спорт çурчĕ - умĕнче ир-ирех халăх утать. Хаваслă кĕвĕ çынсен кăмăлне çĕклет. Вăрмарти çăкăр завочĕ, «Общепит» тулли мар яваплă общество суту-илÿ йĕркеленĕ, хăйсен продукцийĕпе сăйланма йыхравлаççĕ. «Мой дом» лавкка та хăйĕн таварĕпе суту-илÿ тăвать. Культура çурчĕ умĕнче Шупашкартан килнĕ «Агаджанян М.Б.» уйрăм çын предприниматель сасăлама пыракансене тутлă шашлăк тутанса пăхма чĕнет.

Суйлав участокĕсенчи наблюдательсем сасăлав тĕрĕс те йĕркене пăхăнса ирттĕр тесе сăнаççĕ. Çынсем пĕчченшерĕн те, мăшăрăн-мăшăрăн та, хăшĕсем çемйипех суйлава васкаççĕ. Вĕсем хушшинче хăйсен пурнăçĕнче пĕрремĕш хут сасăлакансем те, суйлава пĕрре кăна мар хутшăнакансем те пур.

Поселокра пурăнакан 18 çулхи Сапаркина Валерия суйлава пĕрремĕш хут хутшăнать. Вăл палăртнă тăрăх, уншăн çак самант çав тери пăлхануллă та яваплă. Суйлав комиссийĕн членĕсем çамрăк хĕре саламларĕç, асăнмалăх парнепе хавхалантарчĕç.

Валерий Григорьевичпа Елена Николаевна Петровсем кашни суйлавах хутшăнаççĕ, çакна хăйсен яваплă тивĕçĕ тесе шухăшлаççĕ. «Эпир çамрăк мар ĕнтĕ, çавăнпа ватăсемшĕн тăрăшакан, вĕсен терт-нушине ăнланакан кандидатшăн сасăлама килтĕмĕр паян», - пĕлтерчĕ пурнăç тути-масине тутанса курнă мăшăр.

Чкалов урамĕнче пурăнакан Нина Степановна Нарсова та ирех суйлав участокне пырса хăйĕн сассине панă. «Эпĕ 1940 çулта çуралнă. Хамăн ĕмĕрти пĕр суйлавран та юлса курман. Пурнăç малалла кайтăр тесе çĕршыв Пуçлăхĕ пулма тивĕçлĕ кандидатшăн сасăларăм паян», - терĕ вăл.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика