11:47 18 марта 2018 г.
Кавал. Йăлана кĕнĕ йĕркепе суйлав кунĕ ялта яланах хаваслă та илемлĕ кĕвĕ илтĕнет. Паян Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун. Ирхине ирех ялти суйлав участокне çынсем утма тытăнчĕç. 8 сехет çурă тĕлне кунта 30 суйлавçă килсе хăйсен сассисене панă.
Кĕлкеш. Ялти лару-тăру уяв сĕмĕллĕ, музыка сасси илтĕнет, суту-илÿ тăваççĕ. Сехет йĕппи сакăр сехет тĕлне çитсен суйлав участокĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Суйлавçăсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен сассисене пама васкарĕç. Чи малтанах Ирина Антиповна Степанова педагогика ĕçĕн ветеранĕ бюллетень илсе тивĕçлĕ кандидатшăн хăйĕн сассине пачĕ. «Суйлав ăнăçлă ирттĕр. Хамăрăн пурнăçшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн суйлас терĕм», - терĕ Ирина Антиповна. 11 сехет тĕлне 103 çын суйлава хутшăнчĕ. Суйлав малалла пырать.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: И.АРТЮКОВА, И.ЯМУКОВА.