11:43 18 марта 2018 г.
Вăрмар поселокĕ. 1501 чуйлав участокĕ. Ирхине ирех урамсенче хапхасем уçăлса хупăнни илтĕнет, çынсем суйлава васкаççĕ. Акă, районти культура çуртĕнче иртекен суйлав участокне эпĕ те çитрĕм. Халăх нихăçанхинчен йышлă. Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Е.Афанасьевăпа калаçатăп:«Хамăн пурнăçра пулса иртекен пĕр суйлавран та юлса курман. Хамăн сассăма парассине умри тивĕç тесех шутлатăп. Хам енчен шанакан кандидатшăн сасăларăм, пирĕн пурнăçра килсе тухакан ыйтусене татса пама пултарччăр, терĕм», - тет тин çеç суйлав участокĕнчен тухнăскер.
Николай Михайлович Портнов тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕ, Вăрмар посеолокĕнче пурăнать. Хăйĕн пурнăçĕнче яланах яваплă вырăнсене ĕçленĕ. Вăл яланах пурнăçпа тан утма хăнăхнă, суйлав пулассине агитаторсем урлă та, хаçат вуласа тата телевидени урлă паракан передачăсене курса пĕлнĕ. Çапла вара ирхине 8 сехет иртсенех суйлав участокне çитсе тăнă. «Çынна курни, хам суйлав кабинине кĕни маншăн праçник пекех. Эпир ĕлĕк те суйлавра ташласа савăннă. Суйлав вăл — уяв, унта тивĕçлисене суйлатпăр, шанчăклисене», - тет ĕçпе пиçĕхнĕ ветеран. Мĕн çамрăкран суйлава хутшăннăскер паян та тивĕçлисемшĕн суйларĕ.
х х х
Вăрмар поселокĕ. 1502 суйлав участокĕ. Вăрмар поселокĕнчи икĕ участокне те çынсем йышлă пыраççĕ. Ирхине 9 сехет иртнĕ çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев районти ытти суйлавçăсемпе пĕрле суйлав участокне хăйĕн сассине пама килнĕ. Малтанах вăл Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кунпа пурне те саламларĕ, ăнăçу сунчĕ, суйлав мĕнлерех пынипе кăсăкланчĕ. «Вăйлă Раççейшĕн суйлатăп. Эпир çирĕп утас тĕллевлĕ. Пирĕн ĕçпе те, шухăшпа та хăюллă, пуçаруллă пулмалла. Яланах яваплăха туймалла», - терĕ Андрей Васильевич суйлав бюллетенне алла тытнă май. Суйлавçăсем пĕрин хыççăн тепри суйлав бюллетенне илсе урнăсем патне утрĕç.
Суйлав малалла пырать.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.