10:34 18 марта 2018 г.
Мартăн 18-мĕшĕ Раççей Федерацийĕн Президентне суйламалли кун. Ирхине 8 сехет иртсен Чупайĕнчи 1532 номерлĕ Суйлав участокне вырăнти халăх йышлăн килме тытăнчĕ. Çанталăк çил-тăман вĕçтернине пăхмасăрах çамрăксем те, аслăрах çулхисем те Чупайĕнчи Культура çуртĕнче вырнаçнă 1532 номерлĕ суйлав участокне васкаççĕ. Чупайĕнчи суйлав участокĕн председателĕ Нина Витальевна Семенова палăртнă тăрăх ирхине 10 сехет тĕлне 168 çын хăйсен сассисене панă.
Палăртма кăмăллă: Чупай ялĕнче пурăнакан чи çамрăк суйлавçă Виктор Леонтьев та ирхине ирех килсе сасăларĕ. «Раççей пуласлăхĕ - манăн пуласлăх. Мана та ыттисем пекех Раççей, республика, район, хамăр ял тăрăхĕ мĕнлерех аталанса пыни интереслентерет. Эпĕ вăйлă Раççейшăн сасăларăм. Пирĕншĕн, çамрăксемшĕн, вăл чечекленсе пырасса шанатăп», - терĕ В.Леонтьев çамрăк суйлавçă.
Суйлава активлă хутшăнни хăйех Чупайсем пархатарлă ĕçпе палăрнă çынна чи мала хунине, хăйсем те ĕçре малта пулнипе палăрса тăнине кăтартса параççĕ. Ĕçлекен çын кăна çĕршыва малалла аталантарма пултарĕ. Çакна чупайсем тĕрĕссипех ăнланаççĕ, Раççей малашлăхĕшĕн тĕрĕс сасă туни вĕсем пурнăçпа пĕр тан пынине çирĕплетсе парать.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.