АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Камсем-ши вĕсем - сивĕ хыпарçисем

08:49 13 марта 2018 г.

Календарь пуш уйăхĕ çитнине систерет пулин те, хĕл чакма васкамасть-ха - сивĕ çав-çавах питрен, сăмсаран чĕпĕтсе илесшĕн, çил ачисен сĕртĕнĕвне те ăшă тееймĕн. Хĕвеллĕ çурхи кунсене кĕтнĕ хушăра вара вăхăта усăллă та савăк ирттерсен пит аван. Маттур та хастар ачасене, çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсене Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ кăларăмпа паллашма сĕнет - «Сивĕ хыпарçисем. Вестники морозов». Унăн авторĕ - Георгий Орлов çыравçă, редакторĕ - Ольга Федорова, ÿнерçи - Иван Алексеев.

Кĕçĕн тата вăтам шкул ÿсĕмĕнчи вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене ултă калав кĕнĕ. Вăл харăсах икĕ чĕлхепе кун çути курни хайлавсене чăвашла кăна мар, вырăсла та вулама май парать. Сăнарсене «вырăсла калаçтараканĕ» - Юрий Кушак. Калавсене уроксенче е килте танлаштарса вулама, сÿтсе явма та меллĕ.

Çыравçă - сăмах ÿнерçи. Георгий Федоровичăн сăнарлас ăсталăхĕ çав тери пысăк. Çут çанталăка, чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçне сăнама пĕлни ăна асра юлмалли ÿкерчĕксем тума, пулăмсене илемлĕ те сĕтеклĕ чĕлхепе çырса пама пулăшать. Хайлавсем шухăша яраççĕ, чуна хускатаççĕ.

«Ик çăткăн» ватă кĕтÿç каласа панине пуçламăш йĕркесенченех кăсăкланса вулатăн. Шурсухал темĕн те пĕлет. Акă вăрман хуралçинне пĕр эрнерех иккĕ килсе сакăр сурăхне çаклатса тарнă-мĕн кашкăрсем. Сăтăрçăсене пăшалпа сыхлани те, сурăхсене витене хупни те пулăшман. Паллах, тÿрех кил хуçине шеллетĕн: хуçалăха кÿнĕ тăкака нимпе те саплаштараймăн, сурăхсене каялла тавăраймăн. Анчах пĕтĕмлетÿ тума васкамалла мар...

Тукмак хÿресем кÿршĕсенне никамăнне те пĕр выльăхне те тĕкĕнмен имĕш. Тĕлĕнтермĕш-и ку е ăнсăртран çапла пулса тухнă. Вăрман хуралçи çулла кашкăр йăвине шыраса тупса çурисене килнех йăтса таврăннă тет... Тен, ку тавăру, çут çанталăк шайлашăвĕ. «Пурнăçра ним те ахальтен пулмасть. Тискер кайăк та пач ăнлавсăр мар. Эппин, ма сиен кÿрер ăна вăл хамăра тĕкĕнмесен...» - вĕçлет сăмахне кĕтÿçĕ.

«Пăчăрсем» калавра автор «пилеш кăвайтне» çав тери ĕлккен сăнласа парать. «Пĕлетĕр-и, çав хĕп-хĕрлĕ сапакасем анăçа сулăннă хĕвел çутинче вĕсене пăчăрсем силлентерсе, чĕтрете-чĕтрете илнипе сасартăк мана шăранакан кăвар чăмăрккисем пек, тăкăнса пĕтеймен çулçăсем çулăм чĕлхисем пек курăнса кайрĕç», - тет калавçă. Кулленхи çут çанталăк пулăмĕсенчех çапла тĕлĕнтермĕшсем асăрхама мĕн тумалла-ши. Тен, çивĕч куçлă кăна мар, пуян чун-чĕреллĕ пулмалла.

Камсем е мĕнсем-ши вĕсем тата сивĕ хыпарçисем. «Кайăксем. Тен, тăват ураллă чĕр чунсем.» Ку ыйту «Сивĕ хыпарçисем» калаври ачана та хытă шухăшлаттарать. Ашшĕ те пулин тÿрремĕн хуравламасть, йывăç çине пилеш сапакисем çакнă май: «Хăвах курăн ак», - тесе шахвăртнипех çырлахать. Кунсерен пахчана тухаççĕ ашшĕпе ывăлĕ, чăтăмсăррăн такамсене кĕтеççĕ. Шăпăрлан ывăнса та çитет.

Пĕррехинче кĕтнĕ хăнасем тинех килсе çитеççĕ: хăйсем нумаййăн, хыпалансах пилеш çырлисене çиеççĕ, «кашниннех çунаттисем ула-чăла, хÿри вĕçĕ сарă, пуçĕ çинче кăвакрах-хăмăртарах пысăк тĕпек пур». Вĕсем кайăк пулнине ăнлантăр ĕнтĕ. Хайхискерсем пирĕн патра пурăнмаççĕ иккен, анчах çулталăкра икĕ хут ку тăрăхран иртсе каяççĕ: пĕрре - хĕл умĕн кăнтăралла, тепре - шыв-шур тапранас чух - çурçĕрелле. Мĕн ятлă-ши вĕсем. Тавçăрса илтĕр-и. «Сивĕ хыпарçисемпе» çывăхрах паллашма кĕнекене алла илме васкăр!

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика