АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сивĕ хĕлĕ парăнмсан та çурхи кун алăкран шаккарĕ

13:30 08 марта 2018 г.

Сисмерĕмĕр те хĕл кунĕсем хыçа юлчĕç. Анчах та шурă юр куписем хуралман-ха. Умра - çуркунне. Çак вăхăт çитсен пурпĕрех чунра çĕнĕ пурнăç пуçланнăн туйăнать.

Ирхине ирех поселок çийĕн илемлĕ кĕвĕ янăраса паян кунта уяв пулнине систерчĕ. Уяв тутлă шăршăллă шашлăксăр пулмастех, темиçе суту-илÿ вырăнĕсенче халăх пуçтарăниччен вутă чĕртсе шашлăк пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Н.Шефер, А.Никитина, А.Захаров уйрăм çынсем, «Общепит», «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăсем, Вăрмар райповĕ тата ыттисем те хăйсен таварĕсене халăха сĕнчĕç. Халăх ытларах вырăнти продуктсене туянчĕ. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» сутакан вырăнта уйрăмах халăх йышлă пулчĕ.

Палăртнă вăхăт тĕлне сцена çине «Парне» фольклор ушкăнĕ тухса хаваслă юрă шăрантарма тытăнчĕ. Районти Культурăпа кану центрĕнчи театрализациленĕ сцена халăха хăй патне туртрĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламласа сăмах тухса каларĕ: «Паянхи кун çанталăкĕ çуркунне çитнине систермест пулин те хĕвелĕ çуркунне часах алăкне уçса ярассине пĕлтерет. Уй-хир ыйхăран вăранса пире хăй патне йыхăрать. Хĕле ăсатса Çуркуннене кĕтсе илсен ĕççыннин яваплă тапхăрĕ пуçланать. Пирĕн вара пурте пĕр çын пек пулса çĕр-аннемĕре тăрантарса, кĕске вăхăтра акса-лартса хăварма васкамалла. Çакна пурнăçлама сывлăх, туслăх кирлĕ. Пурне те ăнăçу сунатăп» - тере Андрей Васильевич.

«Аслă пичче кĕçĕннине» парăнасшăнах мар, çанталăкĕ самаях сивĕ. Иртнĕ çулхи çитменлĕхсем 2018 çула ан куçчăр тесе юр купи çинчи катемпине çунтарса янă тетрализациленĕ представлени тавра та çынсем хĕвĕшрĕç.

Площадьре халăх чылай пуçтарăннă, ача-пăчана вара илемлетсе кÿлсе килнĕ лашасем илĕртрĕç, çунасем çине ларса ярăнма васкарĕç. Кăçал уява Йошкар-Оларан килнĕ пĕчĕк лашасем ?понисем% илем кÿчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене пĕчĕк лашасем çине тата илемлĕ тутăрсемпе капăрлатнă лаша çунисем çине лартса ярăнтарчĕç. Вĕсемсĕр пуçне хаваслă ача-пăчана уявра илĕртекеннисем Шупашкар тата Çĕрпÿ хулисенчен уйрăм çын предпринимательсем илсе килнĕ тĕрлĕрен вăйă атракционĕсем те пулчĕç.

Ятарласа уяв ячĕпе тумланса килнĕ хĕрарăмсем уява илем кÿчĕç. Çамрăккисем те, чылаях çулланма ĕлкĕрнисем те уяв концертне пуянлатма ялсенчи Культура çурчĕсенчен те çитнĕ.Чылайччен кĕрлерĕ Вăрмар поселокĕ çийĕн хаваслă юрă-кĕвĕ тата ача-пăча сасси.

Площадьре концерт пынă вăхăтрах спорт çуртĕнче алă вăйĕ виçессипе, кире пуканĕ çĕклесси, шашкăлла, футболла выляссипе, дартс тата ытти енĕпе те интереслĕ вăйăсем пулчĕç. Çав вăхăтрах «Хĕрлĕ ялав» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕлтĕр ăмăртăвĕ те иртрĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика