АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости »  РФ Президенчĕ В.Путин Федераллă Пухăва янă Çырăвĕпе çыхăннă комментарисем

14:31 01 марта 2018 г.

Э.МИХАЙЛОВА, пай редакторĕ:

"Раççей Президенчĕ В.Путин мартăн 1-мĕшĕнче Федераллă Пухăва Çырупа тухрĕ. Тĕрлĕ ресурссемпе производствăсенчен те малтан çын факторне тĕп пуянлăх вырăнне хурса хакламаллине каларĕ В.Путин. Раççей гражданĕсем валли аталанмалли, юратнă ĕçре тăрăшса пурăнма условисем туса парасси чи пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Çитес çулсем Раççей пуласлăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулĕç. Пултаруллă çамрăксем ют çĕршывсене тухса каяс хăрушлăх уйрăмах канăçсăрлантарать Раççей пуласлăхне. Паянхи кун тĕнчери цивилизаци пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Çавăнпа та вăйлисем кăна çĕнтерейреççĕ. В.Путин шухăшĕпе пур вăя та пĕр чăмăра пухса мала кайма чаракан вăйсене çĕнтерме пĕлмелле. "Кая юлса пыни - пирĕн тĕп тăшман, хăрушлăх, ăна шала кайнă чирпе те танлаштарма пулать. Çак "чир" пирĕн организма хамăра сисĕнмелле мар шалтан пĕтерсе пырать", - терĕ çĕршыв ертÿçи.

Çавăн пекех В.Путин пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатакан çемьесен шутне чылай ÿстермелли çнчен каларĕ. 2017 çулта Раççейре 3 миллион тытла çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатнă пулсан, çак цифрăна 5 миллиона çитермелли çинчен каларĕ. 2001 çулта Раççейре 4 пин ипотека кредичĕпе усă курнă пулсан, 2017 çулта çак цифра 1 миллионпа танлашнă".

 

А.НИКОЛАЕВА, пай редакторĕ: 

"Паян, мартăн 1-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Уçă Çырăвĕпе паллаштарнине тĕплĕн итлерĕмĕр. Торжествăлла мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă. Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ çыру В.Путиншăн 14-мĕш пулнине тата Раççей историйшĕн 24-мĕш пулнине тĕрлĕ çăлкуçсенчен пĕлме май килчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Çырура Раççей халăхĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли майсем пирки каланă. В.Путин "Хамăр малашлăха эпир хамăр палăртатпăр", - тесе каланине залра ларакансем пурте алă çупсах йышăнчĕç. Раççей халăхĕ пур йывăрлăха та çĕнтерсе тухса малалла çирĕппĕн кайма пултарнине те каласа хăварчĕ В.Путин. Ытларах социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пырса ача амăшĕсене пур енлĕн пулăшса пырасса* пĕчĕк ачасем валли ача сачĕсем хăпартса лартассине хăвăртлатасса* пенси виçине тата ĕç укçине тивĕçлĕ шая çитерессе шантарни пурте халăхшăн ĕçлениех тесе шутлатăп.

Агропромышленноç комплексĕ те çĕршывра аван аталанма тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Ялхуçалăх ĕçĕнчи çитĕнÿ пĕтĕмпех вырăнти халăх тăрăшнипе пулнине палăртрĕ. "Пире кашни çын хаклă, çавăнпа та çыннăн пурăнас кун-çулне тăсма çителĕклĕ таран условисем туса памалла" - терĕ В.Путин. Вăл калани пурнăçланасса пĕрре кăна мар курса ĕненнĕ".

 

И.Данилова, пай редакторĕ:

"РФ Президенчĕ В.Путин çулсерен Федераци Пухăвне Уçă Çырупа тухать. Кăçал та чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатса мартăн 1-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта тухса калаçрĕ. Владимир Владимирович ытти ыйтусемпе пĕрлех вĕрентÿ системин аталанăвĕ пирки те сăмах хускатрĕ. "Халăхсем хушшинчи экспертсем пирĕн пуçламăш шкул чи вăйлисенчен пĕри", - терĕ вăл. Ачасене шкулта вĕреннĕ чухнех малаллахи тĕллевĕсене палăртма, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмаллине палăртрĕ çĕршыв Пуçлăхĕ. Çавăнпа шкулсен университетсемпе, ăнăçлă ĕçлесе пыракан компанисемпе тачă çыхăну тытмалли пирки каларĕ. Унсăр пуçне талантлă ачасене тупса палăртса вĕсен çулне малалла уçмаллине те асăнчĕ. Ку енĕпе пирĕн районти шкулсем те активлă ĕçлеççĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсем куç умĕнчех.

Экологи ыйтăвĕсем пирки калаçнă май В.Путин çÿп-çап вырăнĕсенчен, уйрăмах хула территорийĕсенче, хăтăлмаллине, пысăк хуласенчи промышленность енĕпе ĕçлекен предприятисен таврана варалакан каяшсен шайне чакармаллине палăртрĕ. Çĕршывра çĕнĕ заповедниксемпе парксем уçма планланине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех Владимир Владимирович регионсенче культурăпа вĕрентÿ тата музей комплексĕсем тăвассипе программа йĕркелесе ямаллине палăртрĕ. Çакă культурăна малалла аталантармалли пысăк утăм пулĕ тесе шухăшлатăп.

Паллах, сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене те пысăк тимлĕх уйăрнă. В.Путин усал шыçă чирĕсемпе кĕрешессипе çыхăннă ятарлă программăна пурнăçа кĕртмелли пирки уйрăммăн палăртни кашнин чĕринчех шанчăк çуратать. Президент пĕлтернĕ тăрăх, сывлăх сыхлавĕ çине уйăракан расхутсен калăпăшне икĕ хут ÿстермелле. Чирсене маларах тупса палăртасси пĕлтерĕшлĕрех, çавăнпа кашни çынна çулталăкра пĕр хутчен кая мар медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма условисемпе тивĕçтермелле терĕ вăл.

Çапла, эпир куратпăр, патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - граждансен пурнăç шайне лайăхлатасси, ахаль çынсемшĕн тăрăшасси".

 

 Г.Ямуков, "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ.

"Тин кăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллашнăччĕ. Çырура палăртнă тĕллевсене эпир тĕпе хурса ĕçлеме палăртса хутăмăр та ĕнтĕ. Вăл пирĕн ĕç блокночĕ пекех - яланах кирлĕ. М.Игнатьев кашни çулах ялхуçалăх орасльне аталантарса пымаллине палăртса унăн çул-йĕрне уçса парать. Мартăн 1-мĕшĕнче акă Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăнни те пире хавхалантарать. Ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансене Раççей Президенчĕ В.Путин пур енлĕн пулăшма тăрăшни ĕçлес кăмăла çĕклет, малашлăх тĕллевĕсене çирĕплетме пулăшать. Пирĕн вара ялхуçалăх продукцине туса илсе ăна ăнăçлă вырнаçтарса ĕçлекенсене тивĕçлĕ шалу укçипе тивĕçтересси тата ялхуçалăх специальноçне вĕренсе пĕтернĕ çамрăксене ĕçе явăçтарасси. Пушă выртакан çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртес çул-йĕр пирки те палăртрĕ В.Путин. Çĕр ĕç культурине ÿстерсе пырасси те пирĕн ĕçре чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Эпир хамăр çĕр ĕçченĕсен умĕнче мĕнле йывăрлăхсем тăнине, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн сферинче ыйтусем еплерех çивĕч пулнине лайăх ăнланса пур ыйтăва та çийĕнчех татса парас тетпĕр.

Эпир Раççей Президенчĕн политикине пĕтĕмпех ырласа йышăнатпăр, Çырура палăртнисене тĕпе хурса ĕçлесе пыма тăрăшатпăр".

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика