АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Комментарисем

16:36 16 января 2018 г.

Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалист -эксперчĕ - агроном:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне кашни çулах тимлĕн итлетĕп. Кăçалхи Çырури шухăшсем те кăмăла кайрĕç. Михаил Васильевич хăйĕн тĕп шухăшне малашлăхпа çыхăнтарчĕ, пуласлăх тĕллевĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл социаллă политика енĕпе нумай ĕçленине, çав хушăра мĕн тунипе çырлахса ларма юраманни пирки пĕлтерчĕ. Манăн ĕç ытларах ялхуçалăх отраслĕпе çыхăннăран, çак сферăра мĕнле ĕçсем туса ирттерни, малашлăх тĕллевсем çинчен калани килĕшрĕ. Çырура патшалăхăн тата муниципаллă пурлăхĕсемпе эффективлă усă курас ыйтăва та тапратрĕ. Республика пурлăхĕ вăл халăх пурлăхĕ, çавăнпа та унпа влаçпа халăх пĕр-пĕрне шанса усă курмалла. Кашни çулах кунта çĕрпе туллин усă курмаллине те палăртаççĕ.

Атăлçи федераллă округра Чăваш Ен хуçасăр çĕрсене регистрацилессипе малтисен ретĕнче пулнине палăрма кăмăллă. Унта пирĕн район тÿпи те пур тесе калас килет. Ку енĕпе пирĕн республика ĕçе пĕтĕмпех вĕçленĕ. Çав вăхăтрах ытти категориллĕ çĕр участокĕсене ялхуçалăх пĕлтерĕшне кĕртсе тĕллевлĕ ĕçлемеллине те палăртрĕ Михаил Васильевич.

М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне эпĕ ырласа йышăнатăп.

 

В.Кириллов, район больницин тĕп врачĕ:

"Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче сывлăх сыхлавĕн сферине пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтермеллине палăртса каларĕ. Çак ыйту чăннипех те çивĕч тесе шухăшлатăп, уйрăмах яллă вырăнсенче. 2012 çултанпа çĕршывра "Земский доктор" федераллă программа пурнăçланса пырать. Вăл çамрăк специалистсене çĕнĕ ĕç вырăнĕнче пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама пулăшать. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, çак программа кăçалтан пĕчĕкрех хуласенче те ĕçлеме пуçлĕ. Унсăр пуçне 2018 çулта медицина ĕçченĕсен ĕç укçийĕ чылай ÿсессине те палăртрĕ вăл. Эпĕ сывлăх сыхлавĕн представителĕ пулнă май, пирĕн отрасле малалла аталантарса пырасси тĕп задачăсенчен пĕри пулни маншăн ырă хыпар пулчĕ".

 

А.Васильев, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне итлеме тÿр килчĕ. М.Игнатьев ялта пурăнакансемпе тачă çыхăну тытса пуçарулăх бюджечĕн программипе тухăçлă усă курма май пурри çинчен чылай каларĕ. Çак программăпа усă курассине чăвашсен ĕлĕкхи ниме йĕркипе те танлаштарчĕ вăл. Республика пуçлăхĕн ырă шухăшĕсене эпир ырласа йышăнатпăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă май ял халăхĕпе тачă çыхăну тытса пурăнма тăрăшатпăр.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика