АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » М.Игнатьев Патшалăх Канашне Çырупа тухнă

13:48 16 января 2018 г.

Э.Михайлова, редактор:

"ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне кăçалхипе 7-мĕш хутчен Çырупа тухрĕ. «Пирĕн тĕллев - Чăваш Ене вăйлă, паянхи кун таппипе тан пыракан, çынсене ĕçлесе пурăнма килĕшекен республика туса хурасси. Эпир йывăр, амбициозлă задачăсене пурнăçлама пултарнине çирĕплетсе патăмăр», - терĕ Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче.

Чăннипех те тĕрлĕ енĕпе, тĕслĕхрен, экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе, медицина пулăшăвĕ парассипе, пĕтĕмĕшле вĕрентÿ аталанăвĕпе республика Раççейре лидерсенчен пĕри. Çак çитĕнÿсем пĕрле çыхăнса ĕçленин кăтартăвĕ пулнине каларĕ М.Игнатьев. 2017 çулхи кăтартусем тăрăх промышленноç производствин индексĕ 103,7 процентпа, ялхуçалăх таварĕсен производствин индексĕ 101 процентпа, суту-илÿри пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕ 1,8 процентпа танлашнă.

2011 çултан пуçласа регистрациленнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,4 хутчен чакнă.

«Пирĕн тÿрĕ тивĕç - республика пĕлтерĕшне экономикăпа наука, социаллă сферăсенче çирĕплетесси, çав вăхăтрах культурăпа йăла-йĕркене упраса хăварасси», - терĕ М.Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев паянхи тĕнче хăйĕн правилисемпе пурăнма ыйтнине, çак конкуретлă сферăра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнисем, çирĕп аталану никĕсне хатĕрленисем мала тухма пултарнине лайăх ăнланать. «Республика çамрăксен потенциалĕпе усă курмасăр малалла аталанаймĕ», - терĕ вăл çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парасси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмаллине палăртса".

 

Ирина Данилова, промышленноç, транспорт, çыхăну, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн редакторĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхĕ патне янă кăçалхи Çырăвĕ питĕ тĕплĕ те анлă пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ çитĕнсе пыракан ăрăва пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтерес тата пур енлĕ аталантарас ыйтусене малтанхи пекех тимлĕх уйăрни савăнтарать. Михаил Васильевич республикăри шкулсемпе ача сачĕсем çĕршывра чи лайăххисен шутĕнче пулни вĕрентекенсен, ачасен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен тăрăшулăхĕпе çыхăннине палăртрĕ, вĕсен яваплă ĕçне пысăк хак парса тав турĕ. Регионта, чăнах та, шкул паракан пĕлÿ пахалăхне ÿстересси пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри шутланать. Çĕнĕ шкулсем хăпартса хута ярас ĕç те малалла пырать. ЧР Президенчĕ вĕренекенсене тĕрлĕ технологисемпе тата инновацисемпе кăсăклантармаллине, шкулсене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтермеллине каларĕ. Çамрăксене патриотизмла воспитани парасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Тĕрлĕ енлĕ аталантарса шалти культурăн, патриотизмла туйăмăн никĕсĕсене ачасенче пĕчĕклех хывса хăварни, вĕсем çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулса çитĕнни малашлăхалла хăюллăн пăхма май парать. Пирĕн республикăн тăнăçлă пуласлăхĕ - çитĕнсе пыракан ăрăвăн аллинче».

 

 

А.Николаева, редактор:

"Январĕн16-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Унта Правительство, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти-организацисен ĕçĕн çул-йĕрне палăртрĕ.

Мана республикăшăн пĕлтерĕшлĕ Çырăва общественноçа явăçтарни, халăх шухăшне тĕпе хурса никĕслени килĕшет. Çырупа пурте тĕплĕн паллашаççĕ те çулталăкра мĕн ĕçлемеллине палăртса хураççĕ, çав шутра журналистсем те. Вăл пирĕн ĕç кунĕн блокночĕ вырăнĕнчех. Михаил Васильевич кăçал та тĕрлĕ сферăри чылай ыйтусене тапратрĕ. Чăваш Республикинче чăннипех те пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕ, ирттереççĕ те. Çырура мĕнле ĕçлемелли тĕллевсем паллă.

Мана ытларах ялхуçалăх сферинчи малашлăх тĕллевĕсемпе кăтартăвĕсем çинчен калани кăсăклантарчĕ. Вăл Чăваш Енре усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмелли пирки чарăнса тăчĕ. «Кашни гектар çĕре пусă çаврăнăшне кĕртсе унта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илсе хамăр республикăра пурăнакансене туллин тивĕçтермелле тата импорта та ямалла», - тени те килĕшрĕ. Ял тăрăхĕсенчи администрацисене хуçисем çук çĕр пайĕсене хăйсем çине илсе хресчен ?фермер% хуçалăхĕсене нумай çуллăха арендăна парасси пирки çинчен те каларĕ. Чăваш Республикинче инвесторсене явăçтарас енĕпе те тĕллевлĕн вăй хуни çинчен чарăнса тăчĕ. Ялхуçалăх сферине çамрăк специалистсене явăçтарасси те малти вырăнта пулмалли çинчен палăртса хăварчĕ. Чăваш Енре пуçарулăх бюджечĕ мелĕпе те вăй хураççĕ. Çак меслете аталантарсах пымалла.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе кашни çулах тĕплĕн паллашатăп. Пĕтĕмĕшле илсен унта хамăр республикăри халăхшăн тĕрлĕ енлĕ тăрăшни палăрать.Çакă вара мĕнпур халăха пĕр чăмăра пĕрлештерĕ. Çынсем пĕр тĕллевпе ĕçлесен районсенче, республикăра экономика аталансах пырĕ тесе шухăшлатăп".

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика