16:18 27 декабря 2017 г.
Декабрĕн 27-мĕшĕнче йĕлтĕрпе чупмалли тапхăр уçăлнине халалласа Вăрмар районĕнчи тĕп стадионта пĕлтерĕшлĕ мероприяти - спорт уявĕ иртрĕ. Унта йĕлтĕрпе тата сывă пурнăç йĕркипе туслă çынсем - ваттисем те, вĕттисем те - чылаййăн хутшăнчĕç.
Пухăннисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ А.Краснов саламларĕç, спортра та, кулленхи пурнăçра та çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Унтан спортсменсем старта тухрĕç. Тĕрлĕ çулти йĕлтĕрçĕсем черетпе - кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таранчченех - хăйсен пултарулăхне кăтартса малалла талпăнчĕç, чи хăвăрттисем грамотăсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Мероприяти савăнăçлă та хаваслă лару-тăрура иртрĕ. Уява хутшăнакансем пурте кăмăллă юлчĕç.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.