14:33 14 декабря 2017 г.
З. ПАВЛОВА, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн тĕп редакторĕ:
2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путинпа иртекен пресс-конференцие Раççейри, ют çĕршывсенчи тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕсенчи 1600 журналист хутшăнчĕ. Çакăн пек пысăк пресс-конференци пуçласа 2001 çулта В.В. Путин пĕрремĕш хут Президента суйланнă чухне ирттернĕ пулнă. РФ Президенчĕ В.Путин массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçни ман шутпа, чи çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать, хамăр çĕршывăн политика лару-тăрăвне, экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçне уçăмлатать.
Тĕнчере хальхи вăхăтра политика лару-тăрăвĕ çăмăл маррине шута илсе пирĕн çĕршыв хăйне хÿтĕлеме тăрăшмалли çинчен те каларĕ В.Путин. Çавна май 2018 çулта оборона валли 2,8 триллион укçа-тенкĕ уйăрни çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрни Раççей экономикин аталанăвне хавшатманнине палăртрĕ. Пирĕн çĕршывра экономика ÿсĕмĕсем курăмлă. Кунта автопром, хими промышленноçĕ, фармацевтика, ялхуçалăхĕ лидерсем шутланаççĕ. Ялхуçалăхĕ тенĕрен, пирĕн çĕршыв тĕш-тырă туса илессипе тата ăна экспорта ярассипе тĕнчипе пĕрремĕш вырăн йышăнни чăннипех те савăнтарать. Çакăнта пирĕн районти ялхуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен те тÿпи пур тесе шутлатăп.
Указсем тивĕçлĕ пурнăçланаççĕ
РФ Президенчĕ 13-мĕш хутчен Раççей тата ют патшалăхсенчи журналистсемпе çирĕп йăлана кĕнĕ йĕркепе пресс-конференци ирттерчĕ. Журналистсем йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусене пĕр шикленмесĕрех пачĕç. Акă Пĕрремĕш канал журналисчĕ РФ Президенчĕн 5 çул каялла йышăннă «май уйăхĕнчи указсем» еплерех пурнăçланни пирки, В.Путин вĕсене пурнăçлассине мĕнлерех хак панипе кăсăкланчĕ.
Май уйăхĕнчи указсем тухнă хыççăн нумайăшĕ вĕсене пурнăçлама май çук тесе хăраса ÿкнине палăртнă В.Путин. «Çынсене авариллĕ çурт-йĕртен хăтлă çурт-йĕре пурăнма куçарас программа пĕтĕмĕшле вĕçленнĕ, малашне кивĕ çуртсенчен куçарассипе те ĕçлĕпĕр. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ те ÿснĕ çак вăхăтра. 2018 çулта ку ĕçе пурнăçласа пĕтерĕпĕр. Çĕршывра ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ĕç пĕтĕмĕшле 98,8 процент пурнăçланнă. Темиçе регионта кăна дефицит пур-ха. «Май уйăхĕнчи указсене» алă пуснă тĕле çур миллион ача черетре тăнă пулнă, халĕ вара черетре 63 пин ача». Çак указсем тĕллевлĕ пурнăçланаççĕ, - тенĕ çĕршыв ертÿçи. 5 çул каялла май уйăхĕнче йышăннă указсем пирĕн районта пулса иртекен улшăнусене те тÿрремĕнех пырса тивеççĕ.
Э.МИХАЙЛОВА, пай редакторĕ.
Пĕрле пулсан эпир вăйлă
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттернĕ. Калаçура Раççей Президенчĕ В.Путин журналистсен нумай ыйтăвĕсем çине хуравланă.
Унта 2018 çулхи март уйăхĕнче Раççей Президентне суйлассипе иртекен суйлавра Владимир Владимирович хăйĕн кандидатурине тăратас пирки, экономика итогĕсем çинчен тата экономикăра пулса иртекен улшăнусен сăлтавĕ çинчен, нефтьпе çыхăннă ыйтусем, сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру, Олимпиадăпа спорт тата унта саккуна пăхăнасси çинчен, наци интересĕсемпе вĕсене хÿтĕлесси, ялхуçалăх аталанăвĕн малашлăхĕ тата ытти нумай ыйтусем пирки пынă.
Патшалăх Пуçлăхĕн пысăк пресс-конференцийĕ содержани тĕлĕшĕнчен пуян та пĕлтерĕшлĕ пулни палăрчĕ. Çынна пур енлĕ аталанма пулăшса пырас пирки те сăмах пынă пресс-конференцире. В.Путин: «Экономика санкцийĕсем пире хамăр вăя шанса ĕçлеме хистерĕç. Хамăр туса кăларакан продукципе вырăнти халăха тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшрăмăр. Пирĕн вăл пурнăçланчĕ тесе калама пултаратăп. Ялхуçалăх продукчĕсем туса кăларакансене пирĕн пур енчен те пулăшмалла. Пире санкципе хăратма шухăшланисен умĕнче эпир пуçа пĕкмерĕмĕр. Инвестицисене çыншăн, унăн аталанăвĕшĕн хумалла, çак çынсем хăйсен пултарулăхĕпе, анлă тавракурăмлăхĕпе çĕнĕрен продуктсем туса кăларма пултарччăр, çĕнĕ шухăшĕсемпе усă курса малашлăхлă проектсене пурнăçлаччăр.», -тесе калани мана килĕшрĕ. Ку енĕпе пирĕн республикăра тата районта та чылай ĕçсем пурнăçланса пычĕç. РФ Президенчĕ пирĕн малашлăхшăн тăрăшать пулсан эпĕ те унăн шухăшне ырласа йышăнатăп.
А.НИКОЛАЕВА, пай редакторĕ.
Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ-агроном:
РФ Президенчĕ В.Путин журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Вăл журналистсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене хуравланинчен вăл халăхшăн ĕçлени тата тăрăшни палăрчĕ. Эпĕ унăн ĕçĕпе кăмăллă. Ют çĕршыв апат-çимĕçне турттарса киличчен хамăрăнне кирлĕ çĕре вырнаçтарни, хамăр халăха вырăнта туса илнĕ продукцисемпе тăрантарни тем каласан та аванрах тесе шутлатăп. Вăл пресс-конференцире ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшÿ кÿмеллине палăртса каласа хăварни кăмăла çĕклентерчĕ. Тыр-пул туса илекенсем ăна экспорта турттарнине саплаштарассине те каларĕ. Вăл пурнăçа кĕретех тесе шутлатăп. Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çакă пысăк тĕрев, малашлăхра шанчăк çуратать. Мĕн туса илнине тăкаксăр пухса кĕртмелле те çийĕнчех вырнаçтарма тăрăшмалла. Эпир вара çак тĕллеве тытса пыратпăр. В.Путин Президент агропромышленноç комплексне аталанма хушма вăй панине шута илсе пирĕн те тăрăшса ĕçлемелле тесе йышăнатăп.
Ю.Соколов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ:
"РФ Президенчĕ В.Путин декабрĕн 14-мĕшĕнче "тÿрĕ лини" ирттерсе халăха пăшăрхантаракан пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. Унта патшалăх талантлă ачасене аталантарма, вĕсене пулăшу кÿме еплерех ĕçсем туса ирттерет текен ыйту та пулчĕ. Президент каланă тăрăх, пур ача та талантлă, вĕсен таланчĕсене тупса палăртмалла кăна, çавна май Сочи хулинчи "Сириус" вĕрентÿ центрĕ пирки асăнчĕ вăл. Çак центрăн тĕп тĕллевĕ - Раççейри пĕтĕм пултаруллă ачасене тупса палăртасси, профессионаллă пулăшупа тивĕçтерсе аталантарасси, вĕсене пуласлăхра ĕçе илме пултаракансемпе çыхăну тыттарасси. Планра талантлă ачасемпе ĕçлеме тĕнче шайĕнчи наукăпа тĕпчев лабораторийĕсем, ача-пăча технопаркĕсем уçасси пулнине пĕлтерчĕ В.Путин. "Сириус" евĕрлĕ учрежденисем çĕршывĕпех уçмаллине те палăртрĕ вăл. Чăнах та, Раççейре вĕрентÿ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсерен вĕрентÿ системине тĕрлĕ çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Çакă питĕ тĕрĕс тесе шухăшлатăп, мĕншĕн тесен талантлă та пысăк пĕлÿллĕ ачасем - çĕршыв пуласлăхĕпе унăн çирĕп никĕсĕ".
А.Краснов, райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ:
"РФ Президенчĕн декабрĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ "тÿрĕ линийĕнче" спортпа тата пирĕн çĕршыв спортсменĕсемпе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Журналистсене 2018 çулта футбол енĕпе тĕнче чемпионачĕ ирттерессине хатĕрленес ĕçсем епле пыни кăсăклантарчĕ. Çитес çулхи июнĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен футбол енĕпе 21-мĕш тĕнче чемпионачĕн финалĕ пирĕн çĕршывра иртессине эпир пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Чемпионата Раççейĕн вун пĕр хулинчи вун икĕ стадионĕнче ирттерме палăртнă. Владимир Путин каланă тăрăх /эпир унпа пурте килĕшетпĕр/, çĕршывăн çакăн евĕр пысăк мероприятисем ăнăçлă ирттерессипе опычĕ пысăк. Хальхинче те пĕтĕмпех çÿллĕ шайра пултăр тесе Раççейре тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернине, тĕслĕхрен, инфраструктурăна хатĕрлеме патшалăх укçа-тенкĕ уйăрнине палăртрĕ вăл. Çапла иккĕленÿ çук - пĕтĕмпех яланхиллех ăнăçлă пулĕ. Эпир вара чăтăмсăррăн кĕтетпĕр".
Е.ТИХОНОВА, РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ:
«РФ Президенчĕ декабрĕн 14-мĕшĕнче журналистсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. Унта тĕрлĕ сферăри ыйтусене хускатрĕç. Эпĕ РФ Пенси фондĕнче ĕçленĕ май мана ытларах пенси ыйтăвĕсене хускатни кăсăклантарчĕ. Владимир Владимирович: «Пенси çулне ÿстерессине пирĕн çĕршывра паянхи куна татăклă татса паман-ха. Тĕслĕхрен, Беларуç, Казахстан, Украина тата ыттисенче те пенси çулне ÿстернĕ. Çакă ытларах ĕç рынокĕпе те çыхăннă. Пенси çулне ÿстерес пулсан пирĕн пур енĕпе те тĕплĕн шухăшламалла тата пурне те шута илмелле. Пирĕн ăна уççăн пăхса тухмалла», - тесе калани пире районти халăх тăтăшах паракан ыйтăва татса каланиех пулчĕ тесе шутлатăп».
И. Иванова, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен:
"РФ Президенчĕн В.Путинăн пресс-конференцийĕ ку хутĕнче те пурнăçри кашни сферăпа çыхăннă ыйтусенчен йĕркеленчĕ. Хăйсен ыйтăвĕсем çине хуравсем илес тесе "çунакан" журналистсем хушшинче "Путин бабай" тесе çырнă плакат йăтса тăракан çамрăк хĕре асăрхарĕ В.Путин. Чи малтанах плаката Президент "Путин бай-бай" тесе çырнă пек вуларĕ. "Бабай" тутарла кукаçи е асатте тенине пĕлтерет. Шăпах çак журналисткăна ыйту пама ирĕк пачĕ. Çамрăк журналисткăн ыйтăвĕ наци чĕлхисемпе тата регионсемпе çыхăнчĕ. Малашне регионсене пысăклатмĕç-и, пĕрлештермерĕç-и, тесе ыйтрĕ вăл. Наци чĕлхисене вĕренессипе çыхăннă ыйту çине хуравланă май В.Путин çапла каларĕ: "Тĕп вырăнта - тĕрлĕ регионсенчи тата тĕрлĕ наци ачисем валли пĕр тан условисем туса парасси. Регионсене пысăклатмастпăр, çакă Раççей Федерацийĕн пĕрлĕхĕшĕн хăрушă, кашни халăхăн пĕрлешмелли майĕсене хăйĕн шырамалла". Паллах, тăван чĕлхене пĕлмелле, унпа калаçмалла, ăна юратмалла. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенчи пек наци программипе çăмăллăнрах, кăсăклăрах вĕрентеççĕ. Ялти шкулсенче ачасене тĕп чăваш программипе вĕрентме тивет, вăл наци программипе танлаштарсан ачасемшĕн йывăртарах. Хальхи вăхăтра ялти шкулсенчи ачасемшĕн те чăваш чĕлхине вĕренме çăмăл мар. Вырăс ачисем валли хатĕрленĕ чăвашла кĕнекесенче информацие тематика тĕлĕшĕнчен лайăх систематизациленĕ".
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики