15:28 07 декабря 2017 г.
Э.МИХАЙЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай редакторĕ:
«РФ Президенчĕ В.Путин 4-мĕш хутчен суйлав кампанийĕнче Президент пулассишĕн хăйĕн кандидатурине тăратни тивĕçлĕ, тĕрĕс йышăну тесе шутлатăп. Владимир Владимирович 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавра çĕнтерессе ĕненетĕп. Çывхарса килекен суйлавра В.Путин çĕнтерчĕ пулсан 6 çул вăл пирĕн патшалăха тĕрĕс çул-йĕрпе илсе пырĕ, çирĕп аталантарĕ. Çакăн валли унăн сывлăхĕ çирĕп пултăр!»
А.НИКОЛАЕВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай редакторĕ:
«2018 çулта март уйăхĕнче Раççей Президентне суйламалли кун. Çавна май çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм Тĕнчери XIX фестивалĕнче хутшăнса вĕсемпе тĕлпулса калаçнă. Вĕсем Раççей Президентне В.Путина чăннипех те шаннине тата çитес суйлавра хăйсен сассине В.Путишăн парассине шантарнă. Манăн ачасем те çамрăк пулнине кура эпĕ те фестивале хутшăннă çамрăксен шухăшĕпе килĕшетĕп. Хамăн сассăма та В.Путишăн парас тĕллевлĕ».
О.НАРСОВА, 2 ача амăшĕ:
«РФ Президенчĕ В.Путин çывхарса килекен суйлавра хăйĕн кандидатурине тăратма кăмăл тунине чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Çак кунсенче Владимир Владимирович пире хăйĕн йышăнăвĕ пирки пĕлтерчĕ, çавна май Раççей гражданĕсем унăн шухăшĕ çинчен мĕн шутланипе те интересленчĕ. В.Путин çитес çулсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ пулассине нумайăшĕ çирĕп ĕненеççĕ. Эпир ку хутĕнче те В.Путиншăн сасăлама хатĕр».
Н.Петрова, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ:
«Юлашки кунсенче чи анлă сарăлнă информаци ку вăл РФ Президенчĕ В.Путин çитес çулсенче те Президент пулма хатĕрри. Раççейре демографи политикине лайăхлатассипе ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче йышăннă мерăсем В.Путина халăх умĕнче татах та çĕклерĕç. Çавна май Раççейре пурăнакансем, çав шутра эпир те, Владимир Владимировичшăн сасăласса шанатпăр».
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики