АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Демографи политикине лайăхлатассипе çыхăннă комментарисем

15:20 30 ноября 2017 г.

Т. Семенова, Вăрмар районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ:

«Раççейре демографи лару-тăрăвне лайăхлатса пырас тĕллевпе РФ Президенчĕ В.Путин çĕнĕлĕхсем кĕртсе пырать. Çак çĕнĕлĕхсем пирĕн районти демографи лару-тăрăвне те лайăхлатса пырасса шанатпăр. Вăрмар районĕнче, тĕслĕхрен, кăçал 200 ытла ача çуралнă пулсан, 300 ытла çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Амăшĕн капиталне парассине 2021 çулчченхи декабрь уйăхĕччен тăсма палăртни, унпа усă курмалли майсене анлăлатни, пурăнмалли çурт-йĕр е хваттер туянма 6 процентлă çăмăллатнă кредит парасси, виççĕмĕш ачашăн паракан социаллă тÿлеве парасси тата ытти çĕнĕлĕхсем те çĕршыв, республика, пирĕн район шайĕнче социаллă пурнăç условийĕсене лайăхлатасса шанатпăр.

Республикăра виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасене социаллă тÿлев памашкăн 25 миллион тенкĕ уйăрнă. Декабрь уйăхĕнчен пуçласа нумай ачаллă çемьесем çак тÿлеве илме пуçлĕç».

 

В.Данилова, 3 ача амăшĕ:

«Кĕçĕн ывăлăм кăçал çуралчĕ. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа виççĕмĕш ачашăн социаллă тÿлев пама пуçлаççĕ тени савăнтарчĕ. Ачасене умлă-хыçлă çуратнăран юлашки çулсенче пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕлĕхсемпе йăлтах усă куратпăр. Иккĕмĕш ачашăн амăшĕн капиталне илтĕмĕр, виççĕмĕш ачашăн республика шайĕнчи амăшĕн капиталне, çĕр пайĕ илтĕмĕр. Халĕ вара кĕçĕн ачашăн паракан 8 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлеве кĕтетпĕр.»

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика