АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрмар районне — 90 çул

10:54 17 ноября 2017 г.

Паян ноябрĕн 17-мĕшĕнче Вăрмар районĕ 90 çул тултарнă ятпа поселокра чаплă уяв иртет. Тĕп площадьре, районти Культура çуртĕнче, фойере чылай çын пуçтарăнчĕ. Районтан тухнă сăмлă хăнасем, кунта пурăнакансем, Вăрмар поселокĕнчен инçерех вырнаçнă ялсенчи чылай çын уява пуçтарăнчĕ. Тĕп площадьре ял тăрăхĕсен алă ĕç ăстисен куравĕсем йĕркеленĕ, алăпа тунă илемлĕ япаласемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен администрацийĕн ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштаракан ятарлă баннерсем те хатĕрленĕ. Тĕп площадьри сцена çинче районти пултарулăх коллективĕсен савăнăçлă концерчĕ иртрĕ. Культура çуртĕнче фойере Вăрмарти Ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем район çыннисене, хăнисене илемлĕ кĕвĕ-юрă çеммипе савăнтарчĕç. Культура çуртĕнче çавăн пекех Вăрмар райповĕн, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин, «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн продукцине тăратнă. Районти шкулсенчен «Робототехника» кружока çÿрекенсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма килнĕ. Район хаçачĕн ĕçченĕсем «Хĕрлĕ ялав» хаçата 2018 çулхи пĕрремĕш çурçуллăха çырăнмалли кампание те йĕркеленĕ кунта. Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Çар мухтавĕн музейĕн таврапĕлÿçи И.Криков уяв хăнисене ял историйĕпе паллаштарчĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика