14:00 11 ноября 2017 г.
2017 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.
Унăн тĕп темисем:
- РФ Президенчĕн "Раççей Федерацийĕн демографиллĕ политикине пурнăçлас мерăсем пирки" Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче тухнă 606 номерлĕ Хушăвне улшăнусем кĕртесси çинчен" Хушăвĕ пирки*
- Чăваш Республикинче наркомание сарассине хирĕç тăрас тата профилактикăлас мерăсем пирки*
- Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан граждансене юридици ыйтăвĕсемпе тÿлевсĕр пулăшу парас тĕлĕшпе патшалăх политикине пурнăçласси. Çемьепе ачасене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри "Ачасене право пулăшăвĕ памалли куна" ирттересси ?ноябрĕн 20-мĕшĕнче%*
- 2017-2018 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес мерăсем пирки.
Информаци ушкăнĕнчисем Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар, Тикаш, Чулкас, Чупай ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа тĕл пулĕç.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики