10:30 04 ноября 2017 г.
Ю.Федорова, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан пенсионер: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - пирĕн патшалăхра пурăнакансене пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерекен уяв. Раççей тĕрлĕ наци халăхĕсемпе, тĕрлĕ тĕне тытса пыракансемпе пуян, анчах эпир пурте пĕр çĕршывра пурăнатпăр-çке. Çавăнпа та пирĕн пĕр-пĕринпе туслă пулмалла, тăван çĕршывăмăра юратмалла, унпа мăнаçланмалла, унăн историне сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла. Пĕр тĕллевпе пурăннипе ĕнтĕ Раççей халăхĕ çĕршыв историйĕн чи йывăр вăхăчĕсенче унăн пĕрлĕхне упраса хăварма пултарнă. Пĕршухăшлăх тата патриотизм кирек хăш саманара та хаклăхне çухатмаççĕ, вĕсем яланах актуаллă».
А.Николаев, РФ ШĔМĔН муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунне ахальтен уявламаççĕ, паллах. Вăл 1612 çулта Мускава ют çĕршыв захватчикĕсенчен хăтарнипе çыхăннă. Ун чухне çĕршывра çăмăл мар вăхăт пулнă, çапах та пирĕн патшалăхра пурăнакансем пĕрлешсе хăрушлăха хирĕç тăнă. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ çынсен йывăр лару-тăрусенче инкек-синкекрен хăтăлмалăх вăйĕ тата çирĕплĕхĕ яланах тупăнса пынине кăтартать. Çак куна уявлама эпир хăнăхса кăна пыратпăр, апла пулин те унăн пĕлтерĕшĕ хальхи улшăнуллă саманара çав тери пысăк. Раççей шăпи эпир пĕрлĕхре пурăннинчен килет. Мирлĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата хутшăнса пурăнакан халăх - вăйлă çĕршыв никĕсĕ».
Н.Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунне - пĕтĕм Раççей халăхне пĕрлештерекен пĕр шухăшлăх уявĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен Раççейре пурăнакан пур халăх та пĕр тан, пĕр пек праваллă. Çапла вара Раççейĕн никам çĕнтерейми вăйĕ те халăх туслăхĕнче. Пĕрлĕхре пулни кăна пире халăхшăн, унăн ырлăхĕшĕн яваплăха туйса ĕçлеме май туса парать. Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та тĕрлĕ наци çыннисем туслăн, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - патшалăхăн пĕрлĕхне упраса пурăнасси».
Н.Краснова, райадминистрацин экономика аталанăвĕ, промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ: «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ чиркÿ уявĕпе - Турă Амăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕпе пĕр килни историне - иртнипе хальхине - пĕрлештерсе тăрать. Çак уявра эпир çĕршывăн никама пăхăнманлăхне, пĕрлĕхне сыхласа хăварнă несĕлĕмĕрсене асра тытса хисепленине пурте пĕрле пухăнса пĕлтеретпĕр.Обществăлла хутшăнусем çирĕпленсех пыни пире урăхларах шухăшлама, патриотизм туйăмне аталантарма майсем туса парать, кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме витĕм кÿрет. Халăх пĕр чăмăрта вăйлă».
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики