10:16 04 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре митинг, уяв концерчĕ, музыка радиокомпозицийĕ иртрĕç.
Тĕп площадьре пуçтарăннă район çыннисем умĕнче чи малтанах Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов тухса калаçрĕ, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ, уяв уçăлнă пирки пĕлтерчĕ. Ун хыççăн сцена çинчен Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх гимнĕсем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç.
Район пуçлăхĕ М.Пуклаков район çыннисене Халăх пĕрлĕхĕн, Турамăшĕн Хусанти Турăшĕн кунĕ ячĕпе саламларĕ. Вăл тăван çĕршыв историйĕнчи паллă пулăмсене аса илсе пĕрлĕхре вăй пулнине çирĕплетсе пачĕ. Вăрçă-харкашусăр мирлĕ пурнăçа хаклама пĕлмеллине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев та 2005-мĕш çултанпа кашни çулах ноябрĕн 4-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă туни çинчен каларĕ: «Ку уява Раççейри паллă пулăмпа — 1612 çулта Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнипе тата Турă Амăшĕн Казански Турăшĕн кунĕпе çыхăнтарнă. Халăхăн пĕрле пул малла».
Районти вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ку вăл пĕр харăсах чиркÿпе патшалăх уявĕ пулнине каларĕ, О.Газмановăн «Вперед, Россия!» юрри çĕршывăмăр умĕнче патриотлăх туйăмне вăйлатать. Пирĕн кадетсем ăна юрлани патриотизм туйăмне татах та çĕкленине каларĕ.
Уявăн торжествăлла пайĕ хыççăн районти культура ĕçченĕсен концерчĕ иртрĕ.
Э.Михайлова
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики