10:00 11 декабря 2013 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кÿрекен нумай функциллĕ центрсен (НФЦ) сечĕсене аталантарас ыйтупа РФ Правительствин Председателĕ Д.Медведев телекурав мелĕпе ертсе пынă конференцие хутшăннă.
Раççей премьер-министрĕ çĕршыв субъекчĕсемпе тÿрĕ çыхăнăва кĕнĕ. Халăха тĕрлĕ справка, документ илмешкĕн черетре тăрса нумай вăхăт çухатасран çăмăллăх туса парас тĕллевпе НФЦсене хута яни тĕп тĕллев пулнине палăртнă.
Çĕршывра декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 848 НФЦ ĕçлет. Унăн çăмăллăхĕпе пĕтĕм халăхăн виççĕмĕш пайĕ усă курать. 2015 çул вĕçленнĕ тĕле çакнашкал объекта 3 пине çитермелле, вара Раççейре пурăнакансен 90 проценчĕ «пĕр чÿрече» принциппа пулăшу илĕ. «Документсем паракан тата йышăнакан пĕрлехи пунктсем кашни хулапа муниципалитетра пулмалла. Ку - стратеги пĕлтерĕшлĕ»,- тенĕ Д.Медведев.
РФ экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ О.Фомичев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен 2013 çулта НФЦ сетьне ăнăçлă аталантарнă регионсенчен пĕри пулнине палăртнă. Чи малта Мускав, Санкт-Петербург хулисем, Краснодар крайĕ, Калуга, Чулхула, Пенза облаçĕсем. Çав вăхăтрах кăçал Архангельск, Псков облаçĕсенче, Карачай-Черкес республикинче пĕр НФЦ та туман.
РФ Правительстви 2014-2015 çулсенче центр сетьне аталантармашкăн федераци бюджетĕнчен 6 млрд тенкĕ уйăрма палăртать.
Малта пыракан субъектсем хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă. Краснодар крайĕнче «пĕр чÿречепе» халăхăн 76 проценчĕ усă курать. Çитес çул тата 12 НФЦ тăвасшăн. Томскра çамрăк ашшĕ-амăшне пепке çурални çинчен калакан свидетельство вăраха ямасăр илме пулăшас тĕллевпе «Манăн пĕчĕкскерĕм» программа ĕçлет.
РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи Указне пурнăçланă май Чăваш Енре 2013 çул вĕçленнĕ тĕле НФЦсем 116 «чÿречене» çитĕç. Кăçал 10 уйăхра 162 пин ытла çын пулăшу ыйтнă.
Республикăра тĕслĕх библиотекăсем те справка, документ парас-илес енĕпе халăхăн кăмăлне тивĕçтерме тытăннă. 120-шĕ «пĕр чÿрече» принциппа çынсене пулăшу кÿрет.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики