АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Декабрĕн 12-мĕшĕ - Раççей Конституцийĕн кунĕ

09:50 11 декабря 2013 г.

Шăп та лăп 20 çул каялла, декабрĕн 12-мĕшĕнче, 1993 çулта РФ Конституцине йышăннă.

Историне илес пулсассăн РСФСР Конституцине пуçласа 1918 çултах Пĕтĕм Раççейри Советсен V съездĕнче йышăннă. Вăл Совет влаçне, пур халăхсен шайлашулăхне, ĕçпе тивĕçтерессине, пичет ирĕкне, профсоюзсем патшалăх тытăмне хутшăнма пултарнине çирĕплетнĕ. Çак принципсемех 1924 çулта йышăннă Конституцире те тĕп вырăнта пулнă. 1977 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче çĕнĕ Конституци йышăннă. Çĕршыв 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă Конституципе пурăнать, унăн саккунĕсем пуриншĕн те тĕп вырăнта тăраççĕ. РФ Конституцийĕн инаугурациллĕ изданийĕ патшалăх Пуçлăхĕн Кремльти библиотекинче упранать.

Пирĕн районти библиотекăсемпе шкулсенче те çак паллă пулăма хатĕрлесе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Акă районти тĕп библиотекăра ăна халалласа ятарлă курав йĕркеленĕ.

 

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика