08:14 30 ноября 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.
Малтанах Михаил Васильевич çанталăк сивĕте пуçланă май пушар ытларах тухни, шыв çинче пăр хытсах ĕлкĕрменнипе инкек нумайрах пулни çинчен пăшăрханса каланă, çавна май муниципалитетсен ертÿçисен уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе профилактика мерисене вăйлатма сĕннĕ.
Халăха грипран тата вируслă ерекен чирсенчен асăрхаттарас енĕпе тăвакан ĕçсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министрĕ А.Самойлова каласа кăтартнă.
Видеоконференцире палăртнă тăрăх - паянхи кун тĕлне гриппа йышлăн чирленĕ тĕслĕхсем çук, чирлисен йышĕ ытти чухнехи çак тапхăртинчен 48 процент сахалрах. 2013-2014 çулсенче прививка кампанине пикенсех ирттереççĕ, хальхи вăхăт тĕлне республикăна Профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн грипран сыхланмалли вакцина çителĕклĕ (260 пин доза) илсе килнĕ, халăхăн 21 процентне прививка тума палăртаççĕ.
М.Игнатьев халăха грипран тата вируслă ерекен чирсенчен вакцинаци тумаллине палăртнă, ку тĕлĕшпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене ĕç паракансен укçи-тенкине явăçтарма, хушма укçа-тенкĕ шучĕпе промышленноç предприятийĕсен, суту-илÿ, общество аталанăвĕн, çыхăну, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, финанспа кредит учрежденийĕсен ĕçченĕсене грипран вакцинаци тăвассине тивĕçтермешкĕн мерăсем йышăнма чĕнсе каланă.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Аврелькин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем РФ Правительствин 2012 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи хушăвне мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ.
Алкоголь продукцийĕ сутма чарнă территорисен чиккисене палăртакан муниципалитет право акчĕсене ку таранчченех йышăнман муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики