15:09 20 ноября 2013 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан отчетне тишкернĕ.
Республикăра вăрман фончĕ 632 пин гектар йышăнать. И.Исаев министр палăртнă тăрăх - 2011 çултанпа чăваш вăрманĕсем валли уйăрнă укçа виçи 611 млн тенкĕрен иртнĕ. Çав шутра 27 процент - республика бюджетĕнчен, 73 процент - федераци тÿпи. Икĕ çул каялла Мускавпа килĕшсе татăлнă май ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме май килнĕ. Оборудовани, машинăсем туяннă. Вăрмансенчи пушарсенчен сыхланма кăна 100 млн тенкĕлĕх техника илнĕ. Халĕ вут-çулăмран сыхланас тĕллевпе авиапатрульпе усă курмалли майсем те пур.
Вăрмансене усă курма арендăна парассипе ыйтусем пур. Вăрман каснă - укçа тÿлемен. Парăм - вун-вун млн тенкĕлĕх. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ăна шыраса илмелли майсемпе кăсăкланчĕ те - министр 1-3 пайĕнчен ытла шыраса илеймессине çирĕплетрĕ: чылай предприяти панкрута тухнă.
Республика Пуçлăхĕн ял-хула тăрăхĕсене лартма паракан йывăç-тĕм чĕрĕлесси 80-85 процент танлашни пирки иккĕленÿ çуралчĕ: «Ĕненместĕп. Хунавсем патăр - ăçта кайса кĕнĕ; Çакна тĕрĕслемелле». Вăл çавăн пекех 3 çул каяллахи пушарсенче пĕтнĕ вăрман лаптăкĕсене май пур таран хăвăртрах йĕркене кĕртмелли пирки асăрхаттарчĕ: «Вĕсем - тĕрлĕ чир-чĕр çăл куçĕ, çавăнпа ку ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк».
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики