14:02 16 ноября 2013 г.
Ноябрĕн 12-13-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче Раççейри наци республикисенче кĕнеке кăларакансен ертÿçисен канашлăвĕ иртнĕ.
Шупашкара çĕршыври тĕрлĕ регионсен представителĕсем килнĕ, çав шутра - Мордовири, Пушкăртстанри, Тутарстанри, Удмуртири, Марий Элри, Дагестанри, Кабардин-Балкаринчи, Комири, Чечняри, Саха (Якути) республикисенчи кĕнеке кăларакансем.
Вĕсем хăйсен ĕçĕн уйрăмлăхĕсене, вулав пропагандин, кадрсем хатĕрлессин çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Унсăр пуçне, мероприяти шучĕпе хатĕрленĕ куравра канашлăва хутшăнакансем Чăваш кĕнеке издательствин тата кÿршĕллĕ регионсенчи кĕнеке издательствисен çĕнĕ кĕнекисемпе паллашнă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики