13:27 09 ноября 2013 г.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енĕн РФ Федераци Канашĕнчи кунĕсем вĕçленнĕ. «Ăнăçлă!» - çапларах пĕтĕмĕшле шухăш. Шăпах юн кун иртнĕ мероприятисем тĕпре пулнă. Çак кун Федераци Канашĕнче Чăваш Енĕн презентаци куравĕ официаллă майпа уçăлнă. Сенат ларăвĕ пуçланиччен В.Матвиенко унпа ятарласа пырса паллашнă. Экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Аврелькинпа калаçнă.
Умĕнхи кунсенче Чăваш Ен ыйтăвĕсене сенат комитечĕсенче анлăн тишкернĕ. Ларăвăн пирĕншĕн пĕлтерĕшле пайĕнче хăйне сăмах панă май ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Ене çакнашкал çÿллĕ шайра хăйĕнпе паллаштарма май туса панăшăн тав тунă. «Ылтăн, нефть сапасĕсем çук. Тĕп пуянлăх - пирĕн ĕçчен çынсем. Çавна май тĕллевĕмĕр - çынсен пурнăçне лайăхрах тума тăрăшасси», - тенĕ Михаил Васильевич. Вăл кĕскен экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă: промышленноçра, строительствăра ăнăçусем пур. Тĕп вырăнта - инновацисене çул парасси.
Унăн сăмахне патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.Попов малалла тăснă, çивĕч ыйтусене çĕкленĕ. В.Матвиенко Аслă влаçпа регионсен хутшăнăвĕн çакнашкал формачĕ ăнăçлине палăртнă.
- Чăваш Ен - федерацин интереслĕ субъекчĕсенчен пĕри. Унта ыррине нумай тăваççĕ. Çапла бюджетпа, хăш-пĕр отрасльпе çыхăннă çивĕч ыйтусем пур, анчах вĕсем пĕтĕм Раççейшĕн кăтартуллă. Çав вăхăтрах Чăваш Енре çĕнĕ утăмсем, интереслĕ идея нумай - вĕсем федерацин ытти субъекчĕшĕн те усăллă пулччăр тесе тăрăшăпăр, - тенĕ В.Матвиенко.
М.Игнатьевшăн вара лару хыççăн та ĕç пулнă - сенат телеканалне интервью панă.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики