АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăкак - 1 млрд тенкĕ

09:03 02 ноября 2013 г.

Юлашки вăхăтра çанталăк хресчене тĕрĕслет тейĕн: е типĕ çу кунĕсем, е чарăна пĕлмесĕр çумăр лÿшкет. Кăçал çанталăка пула тухăç илсе çитерейменнипе çĕр ĕçченĕсем 989,9 миллион тенкĕ çухатнă.

Январь-сентябрь уйăхĕсенче Чăваш Енре иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ял хуçалăх продукцине 87,5 процент туса илнĕ. Сăлтавĕ - çанталăк çумăрлă тăнипе кĕрхи ĕçсем вăраха кайни. Çавна май 245 предприяти шар курнă. Пĕтĕмĕшле ял хуçалăх культурисем 36,5 пин гектар çинче пĕтнĕ, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 27,9 пин гектар. Ял хуçалăх культурисем пĕтнипе 365,95 млн тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх - июль уйăхĕнчи шăрăх çанталăк хресчен кĕсйине 700 млн тенкĕлĕх пушатса хăварнă. Ун чухне акнă-лартнă культурăсен 5,2 проценчĕ (22,8 пин гектар) пĕтнине палăртнă. Анчах шар курнă лаптăк ÿссех пынă.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика