08:20 14 августа 2013 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă.
Чи малтанах вăл Шуршăл ял тăрăхĕнчи «НамЭКО» пĕрлешĕвĕн уй-хирĕнче вырма епле пынипе паллашнă. Хуçалăх вырмана вăхăтра тухнă, анчах вырăнти хуçалăх ертÿçине А.Никанорова ĕçлекенсем çитменни пăшăрхантарать, çапах ĕçе çанталăк япăхланиччен вĕçлеме тĕллев лартнă. Михаил Васильевич комбайнерсемпе курса калаçнă, вăл апат епле çитернипе тата шалупа кăсăкланнă.
«Сĕнтĕрвăррисем ĕçре те, спортра та маттур. Çакна хула çултан-çул илемленни, çĕнĕ çуртсем тата керменсемпе пуянланни кăтартать. Аякрах мар физкультурăпа спорт комплексĕ куçа илĕртет, унта çулталăкра вун-вун çын хăйĕн сывлăхне çирĕплетет.
Çĕнĕ автостанци те хула çыннисемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Малашне кунта туристсене килсе кайма та меллĕ пулĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Сĕнтĕрвăрри хулине çитнĕ май. Унтан Михаил Васильевич хулари ял хуçалăх пасарне çул тытнă. ЧР Пуçлăхĕ сентресем çинче килти хуçалăхра туса илекен çимĕç нумаййишĕн савăннă.
Августăн 9-мĕшĕ Сĕнтĕрвăррисемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăмпа палăрса юлнă - Атăл хĕрринче ларакан хулара Мария Шестова Императрица палăкне уçнă. Пĕтĕмпе хулара культурăн 28 палăкĕ пулнă пулсан вĕсен çумне халĕ тепĕр хутшăннă.
А.МИХАЙЛОВ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики