08:15 14 августа 2013 г.
Çулталăк пуçланнăранпа республика çыннисем 100 пин ытла хваттере, пÿлĕме, çурта, çĕре, куçман ытти пурлăха харпăрлăха куçарнă. Ытларахăшĕ (çурри ытла) хăйсем пурăнакан вырăнта хуçа пулса тăнине ĕнентерекен документ илнĕ. Вĕсен йышĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 12 процент ÿснĕ. Çĕр лаптăкĕпе хуçаланакансем те самаях нумайланнă.
Ипотекăпа туянакан çурт-йĕре харпăрлăха куçаракан чылай. Кăçал кăна çакăн йышши 5491 документа алă пуснă. Юлашки вăхăтра çурт хăпартма укçа хывасси йăлана кĕчĕ. Кăçал, 2012 çулхипе танлаштарсан, пайçăсен йышĕ 66 процент ÿснĕ. Çакă халăх çурт çĕклекен организацисене шаннине çирĕплетет.
Çĕнĕ Шупашкарта, Кÿкеçре, Çĕрпÿре, Канашра çак пуянлăха сутакан, илекен, парнелекен чылай. Тăвай тата Йĕпреç районĕсенчи халăха ку ыйту питех канăçсăрлантармасть. Унта кăçал çакнашкал 1000 ытла документ çеç хатĕрленĕ.
Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики