АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Бюджет аталанушăн ĕçлет

08:24 10 августа 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче йышăннă Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунне алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн асăннă тапхăрта Чăваш Республики хăй çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлас тесе çĕнĕ макроэкономика вăхăтĕнче бюджет тытăмне финанс тĕлĕшĕнчен çирĕплетме тата нумай вăхăта баланслама тăрăшĕ, пурнăçа кĕртмелли механизмсене тата унăн вăхăтне шута илсе Чăваш Республикин экономика хăватне ÿстермелли условисене хатĕрлĕ.

Республика бюджетне йĕркелесси патшалăх политикин тĕллевĕсемпе тачă çыхăнса, бюджет майĕсене тĕплĕ шута илсе пурнăçланĕ. Бюджет ассигнованийĕсене приоритетлă проектсене пурнăçлама, этем капиталне ÿстерме, инфратытăма аталантарма, РФ Правительствин январĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕнчи мероприятисене - Шупашкар хули никĕсленнĕренпе - 550 тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа100 çул çитнипе çыхăннисене - чыслăн ирттерме тата нумай ытти тĕллевпе усă курĕç. Çакăнпа пĕрлех ЧР Правительствипе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем халĕ çитес çулсенчи бюджет политикин тĕп енĕсене палăртассипе ĕçлеççĕ.

Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Урмарской районной газеты "Хĕрлĕ ялав" ("Красное знамя") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика